кăвак пĕлт, синева (неба); синее небо; небо. Якейк. Кăвак пĕлт çинче (в небе) кайăксам вĕçеççĕ. Ib. Çăмăр пĕлч кăвак пĕлте йăри-тавра çавăрса. Ст. Шаймурз. † Ылттăн кăвакалин сунатти кăвак пĕлĕт хушшинчен курăнать. N. Вĕсене пĕлĕт çинчи çутăсене (светила) кăвак пĕлĕт çине (на тверди) лартнă пек туйăннă. Т. VI. 16. Çăхан хăçан кăвак пĕлĕте çитсе çуначĕпе çапат, çавăн чухне тин ӳктĕр (т. е. с глаз) Çуппия. Т. П. Загадки. Кавак пĕлĕт çинче çап-çутă кĕмĕлсем йăлтăртатса тăраççĕ. (Çăлтăрсем). Орау. Санăн кĕпе (рубаха) кăвак пĕлĕт пек (небесного цвета). Шорк. Кăвак пĕлт пек çӳлли нимскер (= нимĕскер) те çок, тет; онта нихçан та çитмелле мар, тет; хора пĕлт хăш чохне йăвăçа пернес пекех иртсе каять вăл. Юрк. † Кăвак пĕлĕтсем çинчи çутă çăлтăр, çĕр каçиччен (за ночь) çта çитеш-ши? (чит. çитет-ши?) || Синяя туча. N. Вĕç-вĕç писме, вĕç писме, вĕтĕ юман тăрринчен, кăвак пĕлĕт (синие тучи) хушшинчен. (Из письма). N. † Çӳлелле пăхрăм-тĕлĕнтĕм кăвак пĕлт шунинчен; çĕрелле пăхрăм-хурлантăм çамрăк ĕмĕр иртнинчен. ТХКА 24. Хĕвел çуттине кăвак пĕлĕт хупларĕ. N. † Уйăх çутти мĕшĕн çутă мар-ши? те кăвак пĕлĕт карса илнĕрен?! N. † Уйăх çути мĕшĕн çутă мар-ши? те кăвак пĕлт килнĕрен? ПВЧ. КМ. Вăрман хĕрнчи кăвак пĕлт карĕ пуль вăрман тăршшĕпе.
Çавăн пекех пăхăр:
кăвак курăк кăвак курак кăвак кӳлепеллĕ йĕп вăрри кăвак лĕпĕш « кăвак пĕлĕт » кăвак пĕсехе кăвак пуç кăвак пуçлă улатакка кăвак пулă кăвак сĕрĕм